Çутă çул
+15 °С
Облачно
Экономика
30 Апреля , 06:14

Владимир Путин Рамзан Кадыровпа тӗл пулнӑ

#владимирпутин

Владимир Путин Рамзан Кадыровпа тӗл пулнӑВладимир Путин Рамзан Кадыровпа тӗл пулнӑ
Владимир Путин Рамзан Кадыровпа тӗл пулнӑ


#владимирпутин
Путин Чечня пуҫлӑхӗн суйлавӗнче халӑх Кадырова пулӑшасса шаннине пӗлтернӗ.
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Чечня Республикин Пуҫлӑхӗпе Рамзан Кадыровпа ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тӗл пулнӑ. Тӗлпулу Кремльте иртнĕ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Чечня Пуҫлӑхӗ Путина регионти социаллӑ пурнӑҫпа экономика сферин хальхи тӑрӑмӗ тата республикӑра пулас суйлава мӗнле хатӗрленни пирки пӗлтернӗ. Президент Чечня ертӳлӗхӗ ҫут ҫанталӑк инкекӗсен сиенне пӗтерме йышӑннӑ мерӑсен тухӑҫлӑхне пысӑка хурса хакланӑ.
Путин ҫавӑн пекех республикӑра пурӑнакансем Кадырова ҫитес суйлавра пулӑшасса шаннине пӗлтернӗ.
«Кӗҫех черетлӗ суйлав тапхӑрӗ. Республика ҫыннисем сире пулӑшасса шанатӑп, эсир ертсе пынипе республикӑра нумай ӗҫ тунӑ, вӑл юлашки ҫулсенче тӗпрен улшӑннӑ. Ку республикӑра пурӑнакансемшӗн чӑннипех те пысӑк, пӗлтерӗшлӗ те куҫа курӑнакан кӑтарту», — тенӗ Путин.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media
https://iz.ru/2088572/2026-04-29/vladimir-putin-vstretilsia-s-ramzanom-kadyrovym

 

 

Владимир Путин Рамзан Кадыровпа тӗл пулнӑ
Владимир Путин Рамзан Кадыровпа тӗл пулнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас