

Республика çуртӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Беларуҫӑн Раҫҫейри посолĕпе Юрий Селиверстовпа тӗлпулу ирттернӗ. Калаҫусене Беларуҫӑн Уфари генеральнӑй консулӗ Александр Ковалев та хутшӑннӑ. Енсем экономикӑра, промышленноҫра тата социаллӑ сферӑра килӗштерсе ӗҫлессине малалла ҫирӗплетессине сӳтсе явнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ Беларуҫ Пушкӑртстаншӑн тӑванла регион тата тулашри экономика ӗҫ-хӗлӗнчи тӗп партнерсенчен пӗри пулса юлнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, енсем хушшинче промышленноҫ кооперацийӗн сферинче ӑнӑҫлӑ проектсем пурнӑҫланнӑ ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех, Радий Хабиров палӑртнӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑх машиностроенинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлесси хастар аталанать.
Регион ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, культура тата гуманитари ҫыхӑнӑвӗсене, ҫавӑн пекех туризма аталантарассине уйрӑм тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче енсем Раҫҫейпе Беларуç хушшинчи инвестици кластерне йӗркелемелли малашлӑха, туризм проекчӗсене аталантарассине, агропромышленноҫ сферинче килӗштерсе ӗҫлессине, ҫавӑн пекех вӗренӳре тата наукӑпа технологи облаҫӗнче ҫыхӑнса ӗҫлессине сӳтсе явнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: https://glavarb.ru