

Муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе бизнес-шерифӗсем кашни кӗҫнерникун ирттерекен «Предприниматель сехечӗсем» хӑйсен ҫимӗҫне параҫҫӗ.
Радий Хабиров бизнес-пӗрлӗхпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли формат пек «Предприниматель сехечӗсене» республикӑра темиҫе ҫул каялла ирттерме пуҫланине аса илтернӗ.
— Опытлӑ тата тин ҫеҫ ĕçне пуҫарса яракан предпринимательсем администрацире хӑйсен проекчӗсемпе паллаштараҫҫӗ, хуласемпе районсен управлени командисем вӗсене мӗнле пулӑшасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Кама та пулин ҫӗрпе е пӳлӗмсемпе пулӑшаҫҫӗ, теприсене — инженери коммуникацийӗсемпе. Хӑшӗ-пӗри субсиди илмелли конкурссене хутшӑнать е грантсем выляса илет. Инструментсем нумай, вӗсем питӗ кирлӗ, — палӑртнă Хабиров.
— Пӗлтӗр кӑна республикӑра ҫакӑн пек 3,2 пине яхӑн «Предприниматель сехечӗ» иртнӗ. 4 пин ытла проекта пӑхса тухрӑмӑр, палӑртнӑ инвестици калӑпӑшӗ — 227,5 миллиард тенкӗ.
Республикӑра хӑйсен ӗҫне уҫма, бизнеса аталантарма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме хатӗр хастар ҫынсем нумаййине куратпӑр. Эпир вара вӗсене ку енӗпе пулӑшма хатӗр. Ӗҫе ҫав шутра «Тухӑҫлӑ тата конкурентлӑ экономика» нацпроект шайӗнче те туса пыратпӑр.