Çутă çул
+16 °С
Ясно
Экономика
26 Мая , 05:28

Пушкӑртстан студенчӗсем - регион мӑнаҫлӑхӗ, вӗсене стажировкӑна кĕтеççĕ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑри ҫамрӑксем ҫулсерен Мускаври, Санкт-Петербургри тата ҫӗршыври ытти хулари малта пыракан аслӑ шкулсен студенчӗсем пулса тӑнине соцсетьсенче пӗлтернӗ.

Пушкӑртстан студенчӗсем - регион мӑнаҫлӑхӗ, вӗсене стажировкӑна кĕтеççĕПушкӑртстан студенчӗсем - регион мӑнаҫлӑхӗ, вӗсене стажировкӑна кĕтеççĕ
Пушкӑртстан студенчӗсем - регион мӑнаҫлӑхӗ, вӗсене стажировкӑна кĕтеççĕ

 

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑри ҫамрӑксем ҫулсерен Мускаври, Санкт-Петербургри тата ҫӗршыври ытти хулари малта пыракан аслӑ шкулсен студенчӗсем пулса тӑнине соцсетьсенче пӗлтернӗ. Регион вӗсемпе мухтаннине, вӗсем таврӑнасса яланах кӗтнине, вӗсен пӗлӗвĕ, таланчĕ, вӑй-хӑвачĕ кирлине палӑртнă вӑл.

Республика влаҫӗсем ҫамрӑксем тӑван ҫӗршывпа ҫыхӑнӑва ан ҫухатчӑр тесе нумай ӗҫ тӑваҫҫӗ: тӗлпулусем ирттереҫҫӗ, Пушкӑртстан аталанӑвӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ, нумаях пулмасть предприятисемпе влаҫ органӗсенче стажировкӑсене системӑллӑ йӗркелеме тытӑннă. Пушкӑртстанӑн Раҫҫей президенчӗ ҫумӗнчи Полпредствин никӗсӗ ҫинче кадр стажировкин центрӗ уҫӑлнӑ, унта Мускаври кӑна мар, ытти аслӑ шкул студенчӗсем те кайма пултараҫҫӗ.

1-2-мĕш курсра вӗренекенсем валли ҫуллахи тата хӗллехи каникул вӑхӑтӗнче паллашу стажировки сӗнеҫҫӗ, аслӑ курсра вӗренекенсем валли — производство практики. Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх республикӑна 100 ытла ача килессе кӗтеҫҫӗ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри, тен, ӗҫлеме юласшӑн пулӗ —куншӑн Пушкӑртстанра савӑнӗҫ кӑна.

Заявкӑна :  forms.yandex.ru/u/69d4f3c3... ссылкӑпа пама пулать.

 Сӑнÿкерчӗкĕ: Социаллă сетьсем.

 https://mgazeta.com/news/novosti/2026-05-25/radiy-habirov-studenty-iz-bashkirii-gordost-regiona-ih-zhdut-na-stazhirovki-4698709

 

 

Пушкӑртстан студенчӗсем - регион мӑнаҫлӑхӗ, вӗсене стажировкӑна кĕтеççĕ
Пушкӑртстан студенчӗсем - регион мӑнаҫлӑхӗ, вӗсене стажировкӑна кĕтеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас