

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин июнӗн 6-мӗшӗнче Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ федераллӑ округри полпредпа Игорь Руденейпе территорие аталантарас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Кун пирки июнĕн 6-мӗшӗнче Кремлӗн официаллӑ представителӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ.
«Паян Владимир Путин Игорь Руденейпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттерчӗ», — каласа кӑтартнă вӑл.
Песков каланӑ тӑрӑх, июнӗн 5-мӗшӗнче Раҫҫей лидерӗ çавӑн пекех Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика форумне (ПМЭФ) хутшӑннӑ хыҫҫӑн Санкт-Петербург губернаторĕпе Александр Бегловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче чи ҫивӗч ыйтусене, çав шутра Раҫҫейӗн çак субъекчӗн хулине, хула хуҫалӑхне тата социаллӑ сферине аталантарассине сӳтсе явнине палӑртаҫҫӗ.