

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Тутарстан ҫӗршывӑн технологи аталанӑвӗн лидерӗсенчен пӗри тенӗ.
Регион пуҫлӑхӗпе Рустам Миннихановпа тӗл пулнӑ май Путин Зеленодольскра пысӑк тоннажлӑ шӗветнӗ ҫут ҫанталӑк газӗ туса кӑларма компрессорсен пухса тӗрӗслемелли ҫӗнӗ комплексне хута яма команда панӑ. Президент ҫавӑн пекех пысӑк тоннажлӑ СПГ туса кӑларма Раҫҫейри пӗрремӗш компрессора тӗрӗслеме тытӑнма ирӗк панӑ.
«Тутарстан технологипе промышленноҫ аталанӑвӗн лидерӗсенчен пӗри шутланать, ҫакӑн пек хӑйне евӗрлӗ производствӑсене шӑпах Тутарстанра йӗркелени ахальтен мар», — тенӗ Путин ертӳлӗх технологи аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене яланах юн таппинче алӑ тытнине хушса.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media.