

#владимирпутин
Путин РФ топливо рынокне ҫирӗплетмелли хушма мерӑсене пӑхса тухма сӗннӗ.
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин вырсарникун каҫхине, июнĕн 28-мӗшӗнче, шалти рынока топливӑпа тивӗҫтерес енӗпе канашлу ирттернӗ.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ шалти топливо рынокне ҫирӗплетмелли хушма мерӑсене пӑхса тухма сӗннӗ, ҫав шутра сӗнӗве ӳстересси тата экономика тӗлӗшӗнчен никӗсленӗ хаксене тытса тӑрасси те.
Влаҫсен ял хуҫалӑх производителӗсене ҫуллахи тапхӑрта топливӑпа тивӗҫтересси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрмалла, оперативлӑ мониторинг тума талӑкӗпех ĕçлекен штаб йӗркеленӗ.
Сӑнÿкерчӗкĕ: Анатолий Жданов / Коммерсантъ