

#владимирпутин
Калининград облаҫӗ социаллӑ экономика аталанӑвӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Кун пирки утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин регион губернаторӗпе Алексей Беспрозванныхпа ӗҫлӗ тӗлпулу вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ.
«Ӗҫпе пултарулӑха, хӑйсен пӗчӗк тӑван ҫӗршывне тата пирӗн пӗтӗм пысӑк Раҫҫее парӑннине пула калининградсем социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗнче, ҫитменнине пур енӗпе те пысӑк, паллӑ ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Ку наукӑна та, промышленноҫа та, вӗрентӗве те, ял хуҫалӑхне те пырса тивет», — тенӗ Путин.
Вӑл çавӑн пекех регион пуҫлӑхне тата облаҫра пурӑнакансене пурне те Калининград облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа ырлӑх-сывлӑх, малашнехи ҫитӗнӳсем суннă.
Безпрозванных паян регион Раҫҫейре кал-кал аталанакансенчен пӗри пулнине палӑртнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/
https://iz.ru/2125810/2026-07-02/putin-ukazal-na-uspekhi-v-razvitii-kaliningradskoi-oblasti