

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин тунтикун Кремльте Тула облаҫӗн губернаторӗпе Дмитрий Миляевпа тӗл пулнӑ.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ тӗлпулу вӑхӑтӗнче Тула облаҫӗ питӗ аталаннӑ промышленноҫ регионӗ пулнине палӑртнӑ.
«Анчах ку тӗлӗшпе экологи ҫине тиев те чи пысӑкки. Ҫак предприятисене, вӗсене экологи сывлӑхне ҫирӗплетмелли программӑна кӗртнӗ-и?» — ыйтнă Президент.
Миляев 2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх регионти предприятисем эко перекетлекен технологисене 2 миллиарда яхӑн тенкӗ хывнине хуравланӑ. Тата 8 миллиарда яхӑн тенке 2026 —2030 ҫулсенче хывма палӑртнӑ.
Путинпа Миляев физкультурӑпа спорта аталантарас енӗпе ĕҫлекен Канаш ларӑвӗсенче тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ. Тула облаҫӗн пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашӗн профильлӗ комиссине ертсе пырать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru.