

#владимирпутин
Раҫҫей 2025 ҫулта чӗртавар мар энерги экспорчӗн калӑпӑшне 2024 ҫулхипе танлаштарсан, 9% ӳстерме пултарнӑ. Кун пирки утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей экспорт центрӗн гендиректорӗпе Вероника Никишинапа тӗл пулсан пӗлтернӗ. «Экспорт центрӗ, экспорт центрӗн пӗтӗм ушкӑнӗ пулӑшнипе 2025 ҫулта 2024-мӗш ҫулхипе танлаштарсан чӗр тавар мар экспорт калӑпӑшне 9% ӳстерме май килнӗ — ку 1,7 трлн тенкӗ пулса тухнӑ, йӗркеллӗ», — тенӗ вӑл.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Никишина Раҫҫей экономикине экспорт кирлӗ мар текен шухӑш йӑнӑш тесе шутланине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, тӗнчери кооперацин тата экономика витӗмӗн пӗлтерӗшлӗ инструменчӗ пулса юлакан чӗртавар мар экспортра вӑйлӑ позицисемсӗр тӗнче аренинче пӗр патшалӑх та ӑнӑҫлӑ аталанаймасть.
Раҫҫей экспорт центрӗн пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, санкцисем йышӑннӑ хыҫҫӑн Раҫҫей экспорта туслӑ ҫӗршывсене куҫарма пултарнӑ. Вӑл Раҫҫей экспорчӗн тытӑмӗнчи вӗсен тӳпи 86 процента ҫитнине, машиностроени продукцийӗн экспорчӗ пӗлтӗр 28 процент ӳснине пӗлтернӗ.
Никишина тӗп тӗллевсенчен пӗри президент лартнӑ наци тӗллевне пурнӑҫласси — 2030 ҫул тӗлне экспорт калӑпӑшне 2023 ҫул шайӗпе танлаштарсан, иккӗ виҫҫӗмӗш пайне ӳстересси пулса юлнине хушса каланӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://static.kremlin.ru/media
https://iz.ru/2128563/2026-07-07/putin-otmetil-rost-nesyrevogo-neenergeticheskogo-eksporta-rossii