

Республикӑра пӗрремӗш хут «Медь» ту завочӗсен цивилизацийӗн фестивальне ирттеретпӗр, – ҫырнӑ Радий Хабиров социаллă сетьсенче.
Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей пӑхӑрӗн пиллӗкмӗш пайне шӑратнӑ Ишимбай тата Мелеуз районӗсенчи шӑпах ҫак заводсенчен Урал металлургийӗ пуҫланнине аса илтернӗ, край историне «вуламан кӗнеке» тенӗ.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, регион индустри еткерлӗхне хастар юсать: Верхотор ялӗнче федераци грантне пула унчченхи завод таврашӗнчи территорие улӑштарнӑ ӗнтӗ, ку вырӑн ҫӗнӗ туризм точки пулмалла. Тепӗр чӗрӗлӳ объекчӗ, Хабиров каланӑ тӑрӑх, Белорецк районӗнчи Тирлянск завочӗ пулӗ, унта та хӑнасем валли вырӑн хӑтлӑлатма шутлаҫҫӗ.
Сӑнÿкерчӗкĕ: Ильшат Казаккулов. ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби.