

Пишпÿлек ялӗнче «Предприниматель сехечӗ» проектӑн тухса ҫӳрекен тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Мероприятие Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗ А.А. Семенов, Пушкӑртстан Республикин Патшалӑх Пухӑвӗн — Курултайӗн депутачӗ Р.Ш. Бадамшин, Пишпӳлек районӗнчи ЦЗН ГКУ представителӗ тата экономика, инвестици тата предпринимательлӗх пайӗн специалисчӗсем хутшӑннă.
Тӗп пулӑм - «Эльза» ҫӗнӗ кондитерски уҫӑлни. Проекта АСПК патшалӑх программи пулӑшнипе Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр линийӗпе пурнӑҫланӑ. Ку патшалӑх пуҫарӑвӗсем хӑюллӑ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме, ялта пӗчӗк бизнеса аталантарма пулӑшнин курӑмлӑ тӗслӗхӗ.
«Предприниматель сехечӗ» проект яланах ӗҫлет. Эрнесерен иртекен тӗлпулусем вырӑнти предпринимательсене опытпа ылмашӑнма, бизнеса тытса пырассин ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса пама май параҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/officialbiz