

#владимирпутин
РФ президенчӗ Владимир Путин августӑн 9-мӗшӗнче Раҫҫей строительство комплексӗн ӗҫченӗсене вӗсен професси уявӗпе чӗнсе каланӑ.
«Раҫҫей строительство комплексӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене професси уявӗпе — Строительсен кунӗпе — чун-чӗререн саламлатӑп. Сирӗн ӗҫ, опыт, ӑсталӑх яваплӑх ҫӗршыв аталанӑвӗшӗн, унӑн экономикӑпа промышленноҫ вӑй-хӑватне уҫса парассишӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пур вӑхӑтра та ҫапла пулнӑ», — тенӗ президент.
Вӑл ҫӗршыв унчченхи ӑрусем йӗркеленӗ еткерлӗхпе: хуласен хӑйне евӗрлӗ сӑн-сӑпачӗпе, чи кӑткӑс конструктор тата инженери йышӑнӑвӗсене пурнӑҫа кӗртнипе мăнаçланнине палӑртнă. Путин палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра строительсем ҫӗршыври чи лайӑх йӑла-йӗркене тӳрремӗнех малалла тӑсакансем шутланаҫҫӗ. Строительство отраслӗ вара — малта пыраканнисенчен тата прогрессивлисенчен пӗри. Вӑл ҫӗршыва малалла кайма шанчӑклӑ никӗс пулса тӑнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/
https://iz.ru/2146122/2026-08-09/putin-pozdravil-rossiiskikh-stroitelei-s-professionalnym-prazdnikom