

#владимирпутин
Путин: правительствӑн топливӑпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑмалла.
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин августӑн 23-мӗшӗнче правительствӑна ҫӗршывӑн шалти топливо рынокӗнчи лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑма чӗнсе каланӑ.
«Ҫапла, паллах, ҫынсемшӗн хӑш-пӗр чӑрмавсем пур, анчах правительство, паллах, ҫакна тӗрӗслесе тӑмалла», - тенӗ вӑл «Вести» ИС калаҫнӑ май.
Путин каланӑ тӑрӑх, топливо рынокӗн ыйтӑвне нумаях пулмасть правительство председателӗпе Михаил Мишустинпа сӳтсе явнӑ, ӑна татса пама ятарлӑ комисси йӗркеленӗ ӗнтӗ. Премьер-министр лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑрать, тесе палӑртнă РФ президенчӗ.
«Ҫапла, ыйтусене татса паман-ха, анчах вӗсене татса параҫҫӗ», - пӗтӗмлетнӗ Путин.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Азамат Абдрафиков/fotobank02.
https://iz.ru/2153569/putin-prizval-pravitelstvo-derzhat-pod-kontrolem-situatciiu-s-toplivom-izi