

#владимирпутин
Инҫет Хĕвелухӑҫпа Арктика аталанӑвӑн лайӑх динамикине кӑтартаҫҫӗ, темиҫе параметрпа вара ытти регионсем панӑ пӗтӗм Раҫҫейри хӑвӑртлӑхсенчен маларах пыраҫҫӗ. Кун пирки авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Инҫет Хĕвелухӑҫ федераци округне (ДФО) аталантарассипе ирттернӗ канашлу вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ.
«Инҫет Хӗвелтухӑҫ тата Арктика регионӗсен вӑй-хӑватне малалла та уҫса памалла, вӗсен конкурентлӑ лайӑх енӗсемпе, ҫав шутра тӗнчери экономика ӳсӗмӗн глобальлӗ центрӗсемпе ҫывӑх пулнипе те, тухӑҫлӑ усӑ курмалла. Ку ӗҫе комплекслӑ туса пымалла», — палӑртнă патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
Президент Инҫет Хĕвелтухӑҫӑн хальхи лару-тӑрӑвне тата аталану малашлӑхне сӳтсе явма сӗннӗ. Путин палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек ӗҫе комплекслӑ туса пымалла, пулас проектсем пирки шухӑшланӑ май хальхи тата вӑрах вӑхӑтлӑх туртӑмсене шута илмелле.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://static.kremlin.ru
https://iz.ru/2159899/2026-09-02/putin-ukazal-na-polozhitelnuiu-dinamiku-razvitiia-dalnego-vostoka-i-arktiki