

Альшей ДРСУ Пишпӳлек участокӗн ҫул-йӗрҫисем Пишпӳлек — Аит — Оренбург чикки автоҫул ҫинче юсав ӗҫӗсем илсе пыраҫҫӗ.
Ҫуллан юлашки кунӗсем сулхӑн пулчӗҫ пулин те ҫумӑрсӑр. Ҫакӑ ҫул-йӗр ӗҫченӗсене юсав мероприятийӗсене ирттерме, сӑмахран, вӗри асфальтпа шӑтӑк-путӑк юсавне ирттерме пулӑшнӑ.
— Вӗри асфальтпа шӑтӑк-путӑк юсавӗн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 25 километр пулӗ, — тет çул-йӗр мастерĕ Рамис Равилевич Шарафуллин. — Асфальта эпир Пелепейрен илсе килетпӗр. Юсав ӗҫӗсене пилӗк техника хутшӑннӑ. Каток ҫинче опытлӑ ӑста Сергей Фомин ĕçлет. Ильдар Имамов битумоваркăпа ӗҫлет, МТЗ-82 кустӑрмаллӑ тракторлӑ фрезапа Эльвир Фатхутдинов ӗҫлет, УАЗ вахта автомобилӗпе Михаил Иванов водитель пулса ӗҫлет, КАМАЗ автомобильпе вӗри асфальта Пелепейрен Владимир Степанов илсе килет. Ҫул-йӗр рабочийӗсем Нафис Низамиев, Тагир Салихов тата Азамат Хакимов тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленине палӑртас килет. Пирӗн мобильлӗ бригада кунне 15 — 20 тонна асфальта ĕçе ярать. Ырӑ кунсемпе усӑ курса пирӗн асӑннӑ вӑхӑтра ҫак автоҫул çинче юсав ӗҫӗсен тулли калӑпӑшне пурнӑҫламалла. Вӑл вара водительсемшӗн хӑрушсӑртарах пулĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир Смолов.