

Юпа уйӑхӗнче Пушкӑртстанра пурӑнакансене кӗске ӗҫ эрни тата умлӑ-хыҫлӑ виҫӗ канмалли кун кӗтет.
Хушма кану кунӗ Республика кунне уявлассипе ҫыхӑннӑ, ӑна официаллӑ майпа октябрӗн 11-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. 2026 ҫулта ку дата вырсарникуна лекет. Уяв кунӗсем ҫинчен калакан регионти саккунпа килӗшӳллӗн, кун пек чухне канмалли куна тепӗр ӗҫ кунне — тунтикуна, юпа уйӑхӗн 12-мӗшне куҫараҫҫӗ.
Ҫапла вара пилӗк кунлӑх стандартлӑ ӗҫ эрнипе регионта пурӑнакансем юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 12-мӗшӗччен канӗҫ. Уявсем хыҫҫӑн ӗҫе ытларикун, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, тухма тивӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-09-10/zhiteli-bashkirii-budut-otdyhat-tri-dnya-podryad-v-oktyabre-4808517