

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров БСТ телеканалӑн «Пушкӑртстан хулисемпе ялӗсене улӑштарасси» программине ятарлӑ кӑларма интервью панӑ. Регион ертӳҫи проект авторӗн, Республикӑн Патшалӑх Пухӑвӗн — Курултайӗн депутачӗн Шамиль Валеевӑн ыйтӑвӗсене хуравланă.
Радий Хабиров пысӑк ялсен лаптӑкӗсенче йӗрке тӑвассине тирпей-илем кӗртессин тепӗр тапхӑрӗ тенӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, тӗслӗхсем пур ӗнтӗ — Янаул, Ишимбай, Салават, Бирск, Туймазӑ, Уфа, халӗ Нефтекамск тӑваҫҫӗ. Вӑл логикӑна ӑнлантарнă: «Эпир унта энерги пухма, вӑй-хала лаптӑксем ҫине пухма, унтан вӗсенчен малалла кайма шутларӑмӑр».
Республика пуҫлӑхӗ «Башнефтьпе» Аскин, Ермекей тата Калтасă районӗсенчи лаптӑкра тӗллевлӗ укҫа-тенкӗ пирки калаҫса татӑлнине пӗлтернӗ. Пин ҫынран тӑракан кашни ялта тӗп урама йӗркене кӗртнӗ «Тӑван урам» программӑна таврӑнма ӗмӗтленнине те пӗлтернӗ вӑл. Программӑна укҫа-тенкӗ ҫитменнипе чарса лартнӑ, анчах Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, «пуҫра вӑл ларать».
Республика пуҫлӑхӗ тунă объектсене юсасси пирки уйрӑммӑн каласа панă: кӑҫал муниципалитетсене маларах мӗн тунине, çав шутра «Пушкӑрт картишӗсене» те, юсама 200 млн тенкӗ уйӑрнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировăн социаллă сетьӗсем.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-09-15/glava-bashkirii-anonsiroval-obnovlenie-ploschadey-vseh-krupnyh-naselennyh-punktov-4813621