

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин октябрӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫей транспорт министрӗпе Андрей Никитинпа тӗл пулнӑ май ҫӗршывра пилотсӑр тиев автомобилӗсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ.
«Питӗ лайӑх», — тесе палӑртнӑ вӑл.
Халӗ пилотсӑр грузовиксем Мускавпа Санкт-Петербург хушшинче тата М-12 «Восток» трасса тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ. РФ Транспорт министерствин пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, кунашкал автомобиль икĕ пин ҫухрӑм инҫӗшне иртме, Челябинска тата Астанана та лӑпкӑ ҫитме пултарать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media.
https://iz.ru/2183401/2026-10-13/putin-vysoko-otcenil-rabotu-bespilotnykh-gruzovikov-v-rossii