

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ноябрӗн 4-мӗшӗнче пӗртен-пӗр уяв канмалли кун пулӗ.
ПР Патшалăх ĕç инспекцин ертӳҫин ҫумӗ Оксана Ванскова уяв эрне варрине лекнине, ҫавӑнпа пĕр кун кӑна канассине ӑнлантарнă — ку пилӗк кунлӑх та, ултӑ кунлӑх ӗҫ эрнипе те ӗҫлекенсене пырса тивет. Ноябрĕн 3-мӗшӗнче ытларикун ӗҫ кунĕн тӑршшӗ пӗр сехете кӗскелнине, сотрудникӑн отпускĕ ноябрĕн 4-мӗшне лексен канӑва пӗр куна тӑснине те палӑртнă вӑл.
Уяв кунӗнче тӑрӑшакансем валли икӗ хут ӗҫ укҫи пӑхса хӑварнӑ. Ноябрӗн 4-мӗшӗнче канмалли кун шутланакан кун, сотрудника унӑн ҫыруллӑ килӗшӗвӗпе кӑна явӑҫтарма юрать, темиҫе тӗслӗхсӗр пуҫне; тӳлеве икӗ хут виҫепе тӑваҫҫӗ е отгул параҫҫӗ. Тивӗҫлӗ приказ тата унӑн ҫыруллӑ килӗшӗвӗ ҫук пулсан ӗҫлекен хӑйӗн канмалли кунӗнче ӗҫлеме килĕшмессе пултарать.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-10-19/v-bashkirii-raz-yasnili-grafik-otdyha-na-noyabr-4848320