

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Финанс министерствин пуҫлӑхне Антон Силуанова РФ правительствин тытӑмӗнче ҫӗнӗ должноҫа лартнӑ. Патшалӑх пуҫлӑхӗн указӗпе палӑртнӑ тӑрӑх, Силуанов вице-премьер — финанс министрӗ пулӗ.
Финанс ыйтӑвӗсене пӑхса тӑракан вице-премьер должноҫӗ тухни ҫав шутра санкцисем вӑхӑтӗнче финанс тата бюджет ҫирӗплӗхне тивӗҫтермеллипе ҫыхӑннӑ, тесе ӑнлантарнӑ маларах Михаил Мишустин премьер-министрӑн пресс-секретарӗ Борис Беляков. «Тулаш пусӑм вӑйланса пынӑ вӑхӑтра финанс ҫирӗплӗхне, бюджет шайлашулӑхне тата тӑкаксен тухӑҫлӑхне тивӗҫтересси уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать», — палӑртнӑ вӑл.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Кристина Соловьева / Новости РИА.