Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Çемье
2 Сентябрӗн 2021, 12:42

2022 ҫулта амӑшӗн капиталӗн виҫи 503 пин тенкӗ ытла пулать

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа амӑшӗн капиталӗн виҫи пӗрремӗш ача пуҫне 483,8 пин тенкӗ тата 639,4 пин тенкӗ — иккӗмӗш ача пуçне пулнă.  

2022 ҫулта амӑшӗн капиталӗн виҫи 503 пин тенкӗ ытла пулать
2022 ҫулта амӑшӗн капиталӗн виҫи 503 пин тенкӗ ытла пулать

2022 ҫулта амӑшӗн капиталӗн виҫи пӗрремӗш ача пуҫне 503 пин тенкӗрен те, иккӗмӗш ача пуҫне 665 пин тенкӗрен те пысӑкрах пулать. Кун ҫинчен Хӗвелтухӑҫ экономика форумӗнче Ĕç министерствин пуҫлӑхӗ Антон Котяков РИА Новости пӗлтерчӗ.

Котяков ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Раҫҫей Пенси фончӗн бюджечӗн проекчӗ амӑшӗн капиталне индексацилеме палӑртнӑ.

«Амӑшӗн капиталӗн виҫи 2022 ҫулта пӗрремӗш ача пуҫне 503 237 тенкӗ тата иккӗмӗш ача пуҫне 665 009 тенкӗ пулать», — тенӗ министр, унтан ҫапла хушса хунӑ: ҫемье маларах амӑшӗн капиталне пӗрремӗш ача пуҫне илнӗ пулсан, иккӗмӗш ачашăн тӳлев виҫи 161 772 тенкӗ шутланать.

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа амӑшӗн капиталӗн виҫи пӗрремӗш ача пуҫне 483,8 пин тенкӗ тата 639,4 пин тенкӗ — иккӗмӗш ача пуçне пулнă.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий ШАХОВ.

2022 ҫулта амӑшӗн капиталӗн виҫи 503 пин тенкӗ ытла пулать
2022 ҫулта амӑшӗн капиталӗн виҫи 503 пин тенкӗ ытла пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: