Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Çемье
24 Декабрӗн 2021, 10:02

Путин демографи пирки: амӑшӗн телейӗ пурлӑхран та хаклăрах

Владимир Путин ҫулленхи пресс-конференцире демографи паянхи Раҫҫейӗн тӗп проблемисенчен пӗри пулнине палӑртнӑ.  

Владимир Путин каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей историйӗнче демографи шăтăкӗсем нумай пулнӑ. Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн 1991 ҫулта ача ҫураласси вӑйлӑ чакнӑ. Президент шухӑшӗпе ҫакӑ ҫынсен пурнӑҫне малашлӑха планламалли вӑхӑт пӗтсе пынипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Анчах та 2004-—2006 ҫулсенче ача ҫураласлӑх ӳсӗмӗ пысӑкланнӑ.

Нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, демографи ҫынсен çителĕклĕ пурнӑҫӗпе тӳррӗн ҫыхӑннӑ, анчах та ку яланах апла мар, — тенӗ Президент. Ача ҫуратасси обществӑри ача-пӑча çуратмалли ҫулсенчи хӗрарӑмӑн лару-тӑрӑвӗпе тата социаллӑ статусӗпе нумай ҫыхӑннӑ. Хальхи обществӑра малта карьера, пӗлӳ тăрать тата каярахпа кӑна ачасем мала тухаҫҫӗ. Европа ҫакӑнпа тахҫанах тӗл пулнӑ ӗнтӗ, ку тенденци Раҫҫее те ҫитнӗ.

Владимир Путин шухӑшӗпе, амӑшӗн тата ашшӗн телейӗ пурлăх ырлӑхӗнчен ҫӳлерех. Ачасем, ҫемье хаклӑхӗсем — чи аслӑ телей пулни пирки, ҫав шутра массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те, каламалла.

 «МГ» информацийĕпе.

Путин демографи пирки: амӑшӗн телейӗ пурлӑхран та хаклăрах
Путин демографи пирки: амӑшӗн телейӗ пурлӑхран та хаклăрах
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: