Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
5 Кӑрлач 2022, 20:33

Атте, анне, эпӗ - спорт ҫемйи

#БижбулякскийРайон#ПапаМамаЯСпортивнаяСемья

Атте, анне, эпӗ - спорт ҫемйи
Атте, анне, эпӗ - спорт ҫемйи

2022 ҫулхи январӗн 4-мӗшӗнче Пишпÿлекĕн тĕп площадĕнче "Атте, анне, эпӗ - спорт ҫемйи" çӗнӗ çулхи çемье вӑййисем иртнĕ. Ӑмӑртусене 10 ҫемье 9-10 ҫулсенчи ачисемпе хутшӑннă.
Ҫемьесем виҫӗ тӗрӗслевпе ӑмӑртнă: тюбингсемпе ӑмӑртасси, хоккей клюшкипе мечӗке тăратса хунă патаксем хушшипе çÿретесси, пĕтĕм командăпа хоккейла вылясси. Ӑмӑрту пӗтичченех кам ҫӗнтересси паллӑ пулмарĕ. Вырӑнсене çапла пайларĕç:
3-мĕш вырӑна Пишпÿлекре пурăнакан Давлетшинсен ҫемйи йышӑннă, 2-мӗш вырӑна Каминкере пурăнакан Исаевсен ҫемйи, 1-мĕш вырăнта, ӑмӑрту чемпионӗсем, Кунаккăлта пурăнакан Закиевсен ҫемйи пулнă.
Унта хутшӑнакансене пурне те "Единая Россия" ВППăн вырăнти уйрӑмӗнчен хавхалантаракан парнесем панӑ. Призерсемпе ҫӗнтерӳҫе район администрацийӗнчен кирек мĕнле çемьере те ялан кирлӗ призсем панă.
Пурне те ăмăтăва хастарлӑ ирттернӗшӗн тав тӑватпӑр!
#БижбулякскийРайон
#ПапаМамаЯСпортивнаяСемья
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек районӗнчи çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетĕнчи страницинчен.

Атте, анне, эпӗ - спорт ҫемйи
Атте, анне, эпӗ - спорт ҫемйи
Атте, анне, эпӗ - спорт ҫемйи
Атте, анне, эпӗ - спорт ҫемйи
Атте, анне, эпӗ - спорт ҫемйи
Атте, анне, эпӗ - спорт ҫемйи
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: