Çутă çул
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
5 Июлӗн 2022, 12:39

Бирскра июлĕн 8-мĕшĕнче уяв пулать

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Бирскра Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе иртекен фестивале хутшӑнӗ.  

Бирскра июлĕн 8-мĕшĕнче уяв пулать
Бирскра июлĕн 8-мĕшĕнче уяв пулать

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Бирскра Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе иртекен фестивале хутшӑнӗ.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ июлӗн 8-мӗшӗнче Бирскра Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе республикӑри фестивале хутшӑнӗ. Радий Хабиров кун ҫинчен ытларикун кашни эрнерех ПР правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче пӗлтернӗ.

"Июлӗн 8-мӗшӗнче, Президентӑн указӗпе килӗшӳллӗн, пӗтӗм ҫӗршыв Çемье, юрату, шанчӑклӑх кунне паллӑ тӑвать. Эпир хамӑр валли Бирск хулине, республикӑри фестиваль иртекен ҫӗре, ҫакӑн пек площадкӑпа суйланине пӗлетӗр эсир. Эпӗ унта хутшӑнӑп, манӑн ĕçлĕ ҫулçÿрев пулать", — тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Ҫавӑн пекех вӑл правительство членӗсене ҫак пысӑк мероприятие республикӑра пурӑнакансемпе туристсен йышне хутшӑнтарса лайӑх ӗҫлеме ыйтнӑ. Сăмах май каласан, уява Марина тата Дмитрий Харатьян килсе çитмелле.  

«Башинформ» информацийĕпе.

Бирскра июлĕн 8-мĕшĕнче уяв пулать
Бирскра июлĕн 8-мĕшĕнче уяв пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: