Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
12 Августӑн 2023, 12:40

"Башҡорт аты" фестивале ҫемьесемпе килеҫҫӗ

Пушкӑртстанри Баймак районӗнчи Графское кӳлли хӗрринче пӗтӗм тӗнчери "Пушкӑрт лаши" фестиваль пырать.

"Башҡорт аты" фестивале ҫемьесемпе килеҫҫӗ
"Башҡорт аты" фестивале ҫемьесемпе килеҫҫӗ

Пушкӑртстанри Баймак районӗнчи Графское кӳлли хӗрринче пӗтӗм тӗнчери "Пушкӑрт лаши" фестиваль пырать.
Ильдарпа Бахтияр Исхаковсем республикӑри Учалă районӗнчен фестивале килнӗ. Ашшӗ тăватă ҫултанпа юланутпа ҫӳрекен ывӑлӗпе мухтанать. Ҫав ҫулсенчех Ильдар ывӑлне ухӑпа сăнисене парнеленӗ.
– Вӑл, пирӗн мӑн асаттесем пек, ҫурҫӗр амурĕсем пек сиккипе пырать, вӑр-вар та питӗ хӑюллӑ, - мӑнаçлӑн каласа парать Ильдар Исхаков.
Бахтияр Исхаков - чемпион, çавӑн пекех Пушкӑртстанри ухӑпа перекенсем хушшинче кӗмӗл призер. Вӑл ҫуран та, хӑйӗн юратнӑ ӑйӑрӗ сиккипе пынӑ ҫӗрте те пӗр пекех тӗл перет.
Бахтияр "Башҡорт аты" фестивальте пӗрремӗш хут пулни ҫинчен каласа панă, анчах кунта курни ӑна питӗ тӗлӗнтернӗ.
– Ухӑпа пенӗ чух эпӗ ҫӗнтерӳҫӗсен шутӗнче пулатӑп пулӗ тесе шутлатӑп! - ҫирӗппӗн каланă Бахтияр.
Сăнÿкерчĕкĕ: Гузель Салихова.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-08-11/na-festivale-bash-ort-aty-priezzhayut-semyami-3383868

 

 

 

"Башҡорт аты" фестивале ҫемьесемпе килеҫҫӗ
"Башҡорт аты" фестивале ҫемьесемпе килеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: