Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
23 Ноябрӗн 2023, 12:45

Владимир Путин 2024 ҫула Раҫҫейре Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ

#владимирпутин

Владимир Путин 2024 ҫула Раҫҫейре Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ
Владимир Путин 2024 ҫула Раҫҫейре Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ

#владимирпутин
Юнкун, ноябрӗн 22-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2024 ҫул Çемье çулталӑкӗ тесе калакан указ ҫине алӑ пуснă. Тивӗҫлӗ документа право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Общественность асӑрхатӑр тесе Президент кашни ҫулах ҫитес ҫул темине суйлакан указ кӑларать. Ҫак йӑла 2007 ҫултанпа пырать.
Официаллӑ документран кирлӗ пек 2024 ҫула ҫемьене хӳтӗлес тата йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене упрас енӗпе патшалӑх политикине популяризацилессине халалланӑ.
Ҫулленхи темӑна суйланӑ май патшалӑх Пуҫлӑхӗ правительствӑна Ҫемье çулталӑкне ирттермелли йĕркелÿ комитет составне ҫирӗплетме хушнӑ, унӑн председателӗ Татьяна Голикова Раҫҫей вице-премьерӗ пулать. Унсӑр пуҫне министрсен кабинетне тематика мероприятийӗсен планне туса хатӗрлеме тата ҫирӗплетме, ҫавӑн пекех вӗсен укҫа-тенкӗ ҫӑлкуҫӗсене палӑртма хушнă. Хушусене пурнӑҫламалли срок — кӑҫалхи декабрӗн 27-мӗшӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/
https://iz.ru/1609561/2023-11-22/putin-obiavil-2024-god-v-rossii-godom-semi-glavnoe

 

Владимир Путин 2024 ҫула Раҫҫейре Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ
Владимир Путин 2024 ҫула Раҫҫейре Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: