Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
26 Ноябрӗн 2023, 09:04

Ноябрӗн 26-мӗшӗ — Анне кунӗ

Анне кунӗ ячӗпе чӗререн саламланине йышӑнӑр!

Ноябрӗн 26-мӗшӗ — Анне кунӗ
Ноябрӗн 26-мӗшӗ — Анне кунӗ

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ хӗрарӑмсем! Хаклӑ аннесем!
Анне кунӗ ячӗпе чӗререн саламланине йышӑнӑр!
Кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче пӗрремӗш сӑмах — "анне". Ырӑпа, ачашлӑхпа, тӑрӑшулăхпа тулнӑ сӑмах. Эсир, пирӗн юратнӑ аннесем, пире яланах ырӑ сунатӑр!
Мӗн пӗчӗкренех эсир пире пурнӑҫ çулĕпе ертсе пыратӑр, ҫак нумай ҫӗршывлӑ тӗнчене пӗлме пулӑшатӑр, хӑрушлӑхсенчен сыхлатӑр, ача-пӑча пултарулӑхне уҫса паратӑр, вӗсенче тӳрӗлӗхе тата йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене ӳстеретӗр. Ҫитӗнекен ӑрӑвӑн пуласлӑхӗ сирӗн хутшӑнӑвӑртан, тимлӗхӗртен килет. Камсем пулӗҫ вӗсем, мӗнле ҫулпа кайӗҫ ҫак пурнӑҫра.
Эпир анне-геройсене, нумай ачаллӑ амӑшсене, усрава йышӑнакан аннесене чӗререн тав тӑватпӑр. Сирĕн ыркăмăллăхăр пысӑк хисеп туйăмĕ çуратать, савӑнтарать! Уйрӑм тав сӑмахӗсем — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен амӑшӗсене. Эсир Тӑван çӗршывӑн чӑн-чӑн ывӑлӗсене ҫитӗнтернӗ. Сирӗнпе пӗрле хамӑр салтаксемшĕн пăшăрханса, эпир вӗсене хӑвӑртрах киле таврӑнасса чӑтӑмсӑр кӗтетпӗр.
Ҫак уяв кунӗнче сире кашнинех чи лайӑххине сунатпӑр. Яланах ҫавӑн пек илемлӗ, чипер те юратнисем пулӑр! Ырӑ сывлӑх, чун-чӗре лӑпкӑлӑхӗ, ҫемье ырлӑхӗ! Сире тата сирӗн ҫемьесене телей сунатпăр!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.

 

 

 

Ноябрӗн 26-мӗшӗ — Анне кунӗ
Ноябрӗн 26-мӗшӗ — Анне кунӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: