#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин амӑшӗн капиталне уйрӑм ҫурт-йӗр строительствине эскроу-счетсем урлӑ тӑкаклама ирӗк паракан саккун ҫине алӑ пуснӑ. Документа июлӗн 22-мӗшӗнче право акчӗсене официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларакан порталта пичетлесе кӑларнӑ.
"Амӑшӗн (ҫемье) капиталӗн укҫи-тенкин пӗр пайне уйрӑм ҫурт-йӗр строительствин объектне тӑвакан юридика сӑпат е уйрӑм предприниматель пулса тӑракан эскроу счечӗпе яма пултараҫҫӗ", - тенӗ саккунра.
Ҫавӑн пекех документра, эскроу-счет договорне пӑссан, ача амӑш капиталӗн укҫи-тенкине каялла тавӑрса памалли процедурӑна ҫырса кӑтартнӑ.
Президент алӑ пуснӑ саккун 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗрет, вӑл "строительство йӗркин договорӗсемпе усӑ курса пурӑнмалли ҫуртсем тӑвасси ҫинчен" саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртет.
Ҫавӑн пек счетсемпе ӗҫ-хӗл хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тӑвакан куҫман пурлӑх рынокӗнче усӑ кураҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74560/photos/77429