Çутă çул
+27 °С
Ясно
Çемье
7 Мая , 05:57

Пишпÿлек районĕ икĕ илемлӗ йӗкӗрешпе пуйнă

 Пишпӳлек районӗнчи ЗАГС пайӗнче савӑнӑҫлӑ пулӑм пулса иртнӗ— икӗ илемлӗ йӗкӗреш Анна тата Юлия ҫуралнине регистрациленӗ.

Пишпÿлек районĕ икĕ илемлӗ йӗкӗрешпе пуйнăПишпÿлек районĕ икĕ илемлӗ йӗкӗрешпе пуйнă
Пишпÿлек районĕ икĕ илемлӗ йӗкӗрешпе пуйнă

Майăн 5-мӗшӗнче Пишпӳлек районӗнчи ЗАГС пайӗнче савӑнӑҫлӑ пулӑм пулса иртнӗ— икӗ илемлӗ йӗкӗреш Анна тата Юлия ҫуралнине регистрациленӗ. Пирӗн республикӑри Пысӑк та туслӑ ҫемье çулӗнче Пăслăкри Поликарповсен Алексейпе Екатеринӑн ҫемйи нумай ачаллӑ пулса тӑнӑ, йӗкӗрешсен аслӑ пиччӗшӗ Даниил пур. Ҫак пулӑмпа ҫемьене Пишпÿлек районӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артур Галеев саламланă, ку ҫемьешӗн кӑна мар, пӗтӗм районшӑн та савӑнӑҫлӑ пулӑм пулнине палӑртнă. Саламлакансем пурте пӗчӗккисене сывлӑхпа телейлӗ ачалӑх, ашшӗ-амӑшне вӑй-хал, илемлӗ те савӑнӑҫлӑ самантсем, ҫемьене тӑнӑҫлӑхпа телей суннӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек районӗнчи ЗАГС пайӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public221140550

 

Пишпÿлек районĕ икĕ илемлӗ йӗкӗрешпе пуйнă
Пишпÿлек районĕ икĕ илемлӗ йӗкӗрешпе пуйнă
Пишпÿлек районĕ икĕ илемлӗ йӗкӗрешпе пуйнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас