Çутă çул
+25 °С
Ясно
Çемье
9 Июля , 05:32

Пишпÿлекре Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне паллӑ тунă

Июлӗн 8-мӗшӗнче Пишпÿлекĕн тӗп площачĕ ҫемье хӑтлӑхӗпе тулнă!

Пишпÿлекре Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне паллӑ тунăПишпÿлекре Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне паллӑ тунă
Пишпÿлекре Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне паллӑ тунă

Июлӗн 8-мӗшӗнче Пишпÿлекĕн тӗп площачĕ ҫемье хӑтлӑхӗпе тулнă! Пишпÿлекре Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне паллӑ тунă. Площадьре пурнӑҫ вӗресе тӑнă: пӗри ГТО парать, тепри кулинари искусствинче ӑмӑртать, ачасем вара хаваслӑ площадкӑсемшӗн савӑнаҫҫӗ кӑна. Кашни хӑйне килӗшекен ӗҫ тупнӑшӑн йӗркелӳҫӗсене тав.
Саламласа район администраци пуҫлӑхӗ Александр Семенов тухса калаҫнă — ӑс памалли сӑмахсем чун-чӗререн, аттерен пек янӑранă. Ҫветтуй Троица Храмӗн настоятелӗнчен Владимир Егарминран ырӑ вӗрентӳсем илтӗннĕ.
Анчах чи чуна пырса тивекен самант ҫемьесене наградӑласси пулнă.
Хушăлка ялӗнчи Ковальцовсен ҫемйи — Наталия Венеровнапа Валентин Николаевич — «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ. Мӑшӑрсем пĕрлешни 25 ҫул ытла, виҫӗ ача ҫитӗнтерет. Ҫур ӗмӗр ытла килӗштерсе пурӑнакан ҫемьесем уйрӑм тимлӗхре пулнă: Марат Тагировичпа Назия Хасановна Фаттаховсем — 60 ҫул ытла; Петр Николаевичпа Мария Георгиевна Даниловсем— 50 ҫул ытла; Юлий Анатольевичпа Валентина Степановна Митюковсем — 50 ҫул ытла.
Габидуллинсен тин ҫуралнӑ ачишĕн уйрӑм алӑ ҫупма тивӗҫнӗ — вӗсене ҫак кун уйрӑмах ӑшшӑн чысланӑ.
Уяв концертӑн ҫутӑ номерӗсемпе, ача-пӑча вӑййисемпе тата чӑннипех те ӑшӑ атмосферӑпа вӗҫленнӗ.
Уяв вӗҫленсен ҫемьесем площадьрен саланма васкаман, эппин, уяв ӑнӑҫлӑ пулнă!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

Автор:Марина Иванова
Читайте нас