

«Юратупа шанчӑклӑхшӑн»: Петровка ялӗнчи Ковальцовсен ҫемйи тивӗҫлӗ награда илнӗ.
Петровка ялӗнчи (Хушăлка ял Совечĕ) Валентин Николаевичпа Наталия Венеровна Ковальцовсене Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче пӗр-пӗрне юратса шанчӑклӑха тӗпе хуракан ҫемье союзӗн çирĕплĕхĕшӗн, ачасене обществӑн тивӗҫлӗ членӗсем пулма воспитани панӑшӑн, пӗрле ӗҫлесе пурнӑҫланӑ ырлӑхшӑн «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медаль панă. Нумай ачаллӑ анне Наталия Ковальцова ҫемье, воспитани тата юрату пирки хӑйӗн шухӑшӗсемпе паллаштарать.
- Каласа парӑр-ха, тархасшӑн, эсир хӑҫантанпа пӗрле тата сирӗн юрату историйӗ мӗнле пуҫланса кайнӑ?
— Пирӗн ҫемье историйӗ пӗрлехи компанирен пуҫланнӑ темелле, унта икӗ ял — Хушăлка тата Петровка шӑписем пӗрлешнӗ, — аса илет Наталия Ковальцова. — Хушăлкара, ман асанне ҫурчӗ умӗнче, пирӗн шавлӑ хӗрсен компанийӗ пухӑнатчӗ. Ҫӳллӗ те яштака каччăсем пурӑнакан кӳршӗри Петровкӑра вара каччăсен туслӑ ҫаврӑмӗ йӗркеленнӗ. Клуба кайнӑ чухне вӗсен ҫулӗ яланах пирӗн умран иртетчӗ, пурте пӗрле, пысӑк та хаваслӑ ушкӑнпа, эпир дискотекăна ҫул тытаттӑмӑр. Ҫапла малтан туслӑх ҫирӗпленчӗ, унтан юрату ҫуралчĕ. Шӑпа хӑй ҫак ҫула палӑртнӑн туйӑнчӗ. 1999 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче эпир туй турӑмӑр.
Уйрӑмах пӗр кулӑшла эпизод асра: пӗррехинче Наталия ачалӑхри тусӗпе Альбинӑпа (унпа халӗ те ҫывӑх юлнӑскерпе) велосипедсемпе Петровкӑна ҫул тытнӑ. Ҫак вырӑн хӗрсене ҫав тери илӗртнӗ, киле таврӑнсан вӗсем ҫав тӗлӗнмелле атмосфера ҫинчен нумай калаçнă. «Петровкăри» каччӑпа туй тунӑ чухне тантӑшӗсемпе тӑванӗсем ҫав куна аса илсе ун чухнех, ача чухнех, Наталия хӑйӗн шӑпине, пурӑнмалли вырӑнне суйласа илнӗ тесе шӳтленине аса илме кулӑшла. Ковальцовсем ҫемйипе яланах ҫак вырӑнсенче тӗп ҫынсем пулнӑ, юлаҫҫӗ те.
- Хутшӑнусен пуҫламӑш тапхӑрӗнче сире пӗр-пӗринче мӗнле пахалӑхсем илӗртрӗҫ?
- Чи малтан асӑрхарӑм: Валентин манӑн пысӑк та пӗчӗк ыйтусене татса пама тӑрӑшатчĕ. Студент ҫулӗсенче йӗркеллӗ инженер калькуляторӗ ҫукки пирки ÿпкелешни те тимлӗхсӗр юлмарӗ, тепӗр эрнеренех вӑл эпӗ студент ҫулӗсенче усӑ курнӑ супер калькулятор парнелерӗ.
Ковальцовсен шухӑшӗпе, пӗрле пурӑннӑ малтанхи ҫулсем — яланах пĕр-пĕрне хăнахни пулӗ. Иккӗшӗ те йӑлана кӗнӗ ҫемьесенче ӳснӗ. Упăшки ҫемьере кӗҫӗнни пулнӑран хунямӑшӗн килӗнче пурӑнма юлнӑ. Раиса Михайловна хунямӑшӗ ӑслӑ хӗрарӑм пулнӑ, хутшӑнусене кĕмен. Ачисене ÿстерме мӗнле пулӑшнӑ вара! Хунямӑшӗпе вӗсем шӑп та лӑп 19 ҫул пурӑннӑ, вӑл пĕрлешнин 19 ҫулӗнче пурнăçран уйрăлнă.
-—Миҫе ача сирӗн? Ачасене обществӑн тивӗҫлӗ членӗсем пулччăр тесе мӗнле воспитани паратӑр?
— Çемьере пирӗн виҫӗ ача ҫуралчӗ: хӗрпе икӗ ывӑл. Аслӑ хӗр —йывăр диагнозпа. Ку пирӗн ҫемьешӗн чи пысӑк тӗрӗслев пулӗ. Апла пулин те, хӗр пирĕншĕн чи юратнӑ ҫырла. Шӑллӗсем те юратса Оксанушка теҫҫӗ, урӑхла ниепле те. Ҫапла чĕнетчĕ ӑна хунямӑшӗ. Аслӑ ывӑл Алексей УГНТУна хӗрлӗ дипломпа пӗтерчӗ. Магистратурӑра малалла вӗренет. Кӗҫӗн ывӑл Александр кӑҫал 11-мӗш класа каять. Умра ЕГЭ тата вӗренме кӗресси. Ачасем кил-çуртра та, хуҫалӑхра та пулӑшаҫҫӗ. Асли вӗренет те, ӗҫлет те. Хӑйне хӑй тивӗҫтерме тӑрӑшать. Ачасем — пирӗн тӗрек. Ачасене воспитани парасси — питӗ пӗлтерӗшлӗ ыйту. Аннешĕн яланах мӗн те пулин алӑран вӗҫертме, асӑрхамасăр юлма хӑрушӑ, ара, сиктерсе хӑварнине тӳрлетме вӑхӑт ҫукпа пӗрех-ҫке. Ачасем асламӑшӗпе пӗр ҫуртра ӳснӗ, ҫавӑнпа та пуль вӗсем аслисене итлеме, хисеплеме хӑнӑхнӑ. Ахальтен мар авал темиҫе ӑру пӗр ҫуртра пурӑннӑ. Ачасем ашшӗ-амӑшӗнчен те, аслашшӗ-асламӑшӗнчен те тĕслĕх илнĕ. Ҫемье йӑли-йӗрки пирӗн чылай ҫемьери пекех: уявсене пӗрле пухӑнатпăр, пӗрле ӗҫлетпĕр. (Сӑмах май, Наталияшăн упăшкин виçĕ аппӑшӗ тăван аппашĕсем пек пулса тăнă. Упӑшкин аслӑ аппӑшӗн Лидиян вунă ача).
— Эсир медаль илтӗр, ҫав шутра пӗрлехи ӗҫпе тивӗҫтернӗ ырлӑхшӑн та. Ҫак ырлӑх патне илсе çитернĕ ҫул ҫинчен каласа парӑр-ха.
— Пирӗн ҫемьери пысăк кил хуçалăхра аслă ҫурт сарӑлса ларать, вӑл пирӗн пурнӑҫ варри пулса тӑрать. Кунта пурте хӑтлӑхпа ырлӑха пӑхӑнса тӑрать: пирӗн техника валли гараж та, килти выльӑх-чӗрлӗх валли ҫирӗп карта та, хӑтлӑ мунча та, пахчара ÿстернĕ тухăçа йышӑнма хатӗр кӗлет те, тутлă пахча ҫимӗҫ парнелекен теплица та пур. Пире тӑвансем калама ҫук пысӑк пулӑшу пачĕç, ҫакӑншӑн эпир вӗсене виҫесӗр тав тӑватпӑр. Пирӗн хуҫалӑх нушисем валли хатӗрсемпе механизмсен пӗтӗм спектрӗпе шанчӑклӑ трактор пур. «Ырлӑх» ӑнлав пирӗншӗн — укçа-тенкĕ енчен ырлӑх кӑна мар, ытларах. Ку, чи малтан, тулли кил-ҫурт, унта пурнӑҫ вӗресе тӑни, унта яланах янӑравлӑ кулӑ илтӗнни. Пирӗншӗн тӗрев пулса тӑракан мӑшӑр тата атте вырӑнти шкулта ҫуртсене пӑхса тӑракан рабочире ӗҫлет. Эпӗ вара Хушăлкари Культура çуртӗнче культорганизаторта ӗҫлесе пурнӑҫа савӑнӑҫпа тултаратӑп. Валентин, пирӗн ҫамрӑклӑх ҫулӗсенчи пекех, эпӗ пӗр иккӗленмесӗр шанма пултаракан чи шанчӑклӑ ҫын пулса юлать.
- Медаль сирӗн союзӑн пӗр-пӗрне юратнине, шанчӑклӑха тӗпе хурса тунӑ çирĕпне палӑртать. Ҫак çирĕплĕхе нумай ҫул хушши мӗнле тытса тӑма пултаратӑр?
- Иксĕмĕр те парӑнасшӑн мар лару-тӑру сиксе тухсан ҫемье пуҫлӑхне суйлама ирӗк хӑварса эпĕ парӑнатӑп. Халӗ Пишпӳлекри Культура керменӗнче «Пишпӳлекӗн пилӗк туйӗ» этнокультура проекчӗ пурнӑҫланать. Проекта пурнӑҫа кӗртме хатӗрленнӗ май семинара ҫитсе куртӑм, унта спикерсем туй, йӑла мӗн иккенне, ку мӗн тума кирлине питӗ уҫӑмлӑ ӑнлантарчӗҫ. Пур хурав та ҫиелте выртать иккен. Сире пилленӗ чухне ашшӗ-амӑшӗ туйра мӗн каланине аса илмелле. Ҫак ӗмӗтсене пурнӑҫлас тесе пурӑнмалла тата ӗҫлемелле ҫеҫ.
— Сирӗн шутпа, мӑшӑрланури чӑн-чӑн юрату мӗн вӑл? Ку медаль сирӗншӗн мӗне пӗлтерет?
— Юрату... Мӑшӑрланни 27 ҫул, ҫавӑнпа пурнӑҫӑн кашни тапхӑрӗнче хурав тӗрлӗрен пулӗччӗ-тӗр. Халӗ вӑл— пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшни, мӑшӑрăн пурнӑҫне ҫӑмӑллатма, ачасен ҫитӗнӗвӗсемшӗн пӗрле савӑнма тӑрӑшни. Медаль пани пирӗншӗн кӗтменлӗх пулчӗ. Ку пире малалла пӗрле пурӑнма, ĕçлеме хавхалантаракан пысӑк награда. Ҫамрӑк мӑшӑрсене мӑшӑрланура юратупа шанчӑклӑха упраса хӑварма, йывӑрлӑхсенчен хӑрамасса, тӗрӗслевсене пӗрле ҫӗнтерме сунасшӑн.
— Малашнехи ӗмӗтсемпе плансем мӗнле сирӗн?
— Пирӗншӗн ҫитес ҫул хумхануллӑ пулӗ. Аслӑ ывӑл магистратурӑран вӗренсе тухӗ, кӗҫӗнни — ЕГЭ парса вӗренме кӗрӗ. Паллах, пирӗн пӗтӗм вӑй ачасен йӑлтах пурте ӑнса пултӑр тесе тӑкакланĕ. Малашне лайӑх кинсем пирки ӗмӗтленетпӗр, асаннепе асатте пулма ӗмӗтленетпӗр. Районти «Светлый путь Бижбуляк» хаҫат вулаканĕсене пурне те ҫирӗп сывлӑх, пӗр-пӗрне тата ҫирӗп юрату, тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх сунатпӑр!
Галина ВАРИКОВА калаçнă.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Ковальцовсен ҫемье архивӗнчен.