Çутă çул
-1 °С
Облачно
Çемье
19 Октября , 08:05

Кистенлӗри ял библиотекиче информаципе литература сехечӗ ирттернӗ

Кистенлӗри ял библиотекиче октябрӗн 16-мӗшӗнче уяв умӗн вулакансем валли «Чи лайӑх атте» информаципе литература сехечӗ ирттернӗ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Кистенлӗри ял библиотекиче информаципе литература сехечӗ ирттернӗКистенлӗри ял библиотекиче информаципе литература сехечӗ ирттернӗ
Кистенлӗри ял библиотекиче информаципе литература сехечӗ ирттернӗ

Пирӗн аттесене халалласа октябрӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче Раҫҫейре ҫемьери ӑшӑ уява – Атте куне — паллӑ тӑваҫҫӗ. Атте аннепе пӗрле чи тӑван та ҫывӑх ҫын. Ҫавӑнпа та Атте кунӗ ҫулран-ҫул сарӑлса пынинчен пӗрре те тӗлӗнмелли ҫук. Ара, ҫак уявра аҫуна хӑвăн юратӑвупа хисеплени ҫинчен тепӗр хут калама, вӑл мӗн тери пӗлтерӗшлӗ те кирлĕ пулнине кӑтартма пулать-ҫке. Лайӑх атте пуласси — арҫын пурнӑҫӗнчи чи яваплӑ та кирлӗ ӗҫ. Атте яланах ывӑлӗшӗн тӗслӗх пулма, хӗрӗшӗн ырӑ асамҫӑ пулма ӑнтӑлать. Ҫаксене пурне те юратса, чӑтӑмлӑн вӗрентме, каласа пама, хӳтӗлеме, ӑнлантарма, тума — ун пеккине атте кӑна пултарать.

Кистенлӗри ял библиотекиче октябрӗн 16-мӗшӗнче уяв умӗн вулакансем валли «Чи лайӑх атте» информаципе литература сехечӗ ирттернӗ. Библиотекарь уяв историйӗ ҫинчен, ҫавӑн пекех ӑна ытти ҫӗршывсенче мӗнле паллӑ туни ҫинчен каласа панă.

Мероприяти тӗлне «Атте — мӑнаҫлӑ янӑрать!», унта вырӑс классикӗсен атте сӑнарне тата ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ хушшинчи ҫӑмӑл мар хутшӑнусене уҫса паракан хайлавӗсене кӑтартнӑ. Библиотекарь литературӑна кӗскен пӑхса тухнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/club225023692

 

 

 

Кистенлӗри ял библиотекиче информаципе литература сехечӗ ирттернӗ
Кистенлӗри ял библиотекиче информаципе литература сехечӗ ирттернӗ
Кистенлӗри ял библиотекиче информаципе литература сехечӗ ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас