Çутă çул
-1 °С
Облачно
Çемье
19 Октября , 08:03

Михайловкӑри Культура çуртĕнче «Атте, ҫемье тӗревĕ» тематика программи иртнӗ

Октябрӗн 17-мӗшӗнче, Михайловкӑри Культура çуртĕнче «Атте, ҫемье тӗревĕ» тематика программи иртнӗ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Михайловкӑри Культура çуртĕнче «Атте, ҫемье тӗревĕ» тематика программи иртнӗМихайловкӑри Культура çуртĕнче «Атте, ҫемье тӗревĕ» тематика программи иртнӗ
Михайловкӑри Культура çуртĕнче «Атте, ҫемье тӗревĕ» тематика программи иртнӗ

Октябрӗн 17-мӗшӗнче, Михайловкӑри Культура çуртĕнче «Атте, ҫемье тӗревĕ» тематика программи иртнӗ. Ҫак кун тӗп тӗрек, шанчӑклӑ хӳтӗлевҫӗ тата ӑслӑ вӗрентекен пулнисем пирки калаҫнă. Яланах юнашар пулма, йывӑр вӑхӑтра пулӑшма, ҫемьери кану сехечӗсенче иксӗлми хаваслӑх ҫӑлкуҫӗ пулма хатӗр аттесем ҫинчен. Тӗлпулу тӗлӗнмелле чӗререн те ӑшшӑн пулса тухнă. Программа шайӗнче хӑнасем:

Раҫҫейре ҫӗнӗ уяв пуҫланса кайнин историйӗ тата атте пулнин пӗлтерӗшне патшалӑх шайӗнче ҫирӗплетни мӗншӗн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен пӗлнĕ.

Харпӑр историсемпе паллаштарнă. Залра чуна пырса тивекен асаилӳсем янӑранă: атте велосипедпа ярӑнма вӗрентни, ҫӗр каҫма юмахсем вулани, чи кӑткӑс чертежпа пулӑшни е хурлансан пӗр чӗнмесӗр юнашар ларни ҫинчен. Унта хутшӑнакансем хӑйсен ашшӗсен пурнӑҫри ҫитӗнӗвӗсем тата вӗсен ачасене воспитани парас ӗҫе калама ҫук пысӑк тӳпе хывни ҫинчен мӑнаҫланса каласа панă.

Атте авторитечӗпе ҫемьери хисеп пӗлтерӗшне сӳтсе явнă. Аттен вӑйӗ ҫирӗплӗхре мар, шанчӑклӑхра, сӑмах тытма пӗлнинче тата тӗслӗх пулма пӗлнинче тесе пӗр шухӑшлă пулнă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкӑри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/club48252982

 

 

Михайловкӑри Культура çуртĕнче «Атте, ҫемье тӗревĕ» тематика программи иртнӗ
Михайловкӑри Культура çуртĕнче «Атте, ҫемье тӗревĕ» тематика программи иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас