Çутă çул
0 °С
Облачно
Çемье
20 Октября , 07:15

«Атте валли парне: юратса тӑватпӑр» — Атте кунӗ ячӗпе ӑсталӑх класӗ

Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн 4 «б» класӗнче вӗренекенсем «Бабушкин сундучок» клубра чӑваш эрешӗллӗ оберегсем аттесем валли ятарласа ӑсталанӑ.

Добавить в предпочтительные источники Google
«Атте валли парне: юратса тӑватпӑр» — Атте кунӗ ячӗпе ӑсталӑх класӗ«Атте валли парне: юратса тӑватпӑр» — Атте кунӗ ячӗпе ӑсталӑх класӗ
«Атте валли парне: юратса тӑватпӑр» — Атте кунӗ ячӗпе ӑсталӑх класӗ

Кун чӑннипе ӑшӑ та пултарулӑхлӑ иртнĕ!

Октябрӗн 16-мӗшӗнче Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн 4 «б» класӗнче вӗренекенсем «Бабушкин сундучок» клубра чӑваш эрешӗллӗ оберегсем аттесем валли ятарласа ӑсталанӑ. Кашни оберег хӑйне евӗрлӗ пулса тухнӑ: унта ачасем тӑрӑшулӑхпа юратăвăн пӗр пайне хывнӑ. Тата эрешӗ-тӗрри кӑна мар: чӑваш йӑли-йӗркинче кашни символра хӑйӗн пӗлтерӗшӗ, хӑйӗн историйӗ пурӑнать.

Ăсталăх класĕ хыҫҫӑн пурне те «Аттесем юмахсемпе мультфильмсенче» викторина кӗтнӗ. Хаваслӑ та интереслӗ пулнă: ачасем юратнӑ геройсене аса илнĕ, ҫырса кӑтартнинчен чухланă, кам ашшӗ чӑнкӑрах тесе тавлашнă.

#Бижбуляк2школа

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/bssh2

 

 

«Атте валли парне: юратса тӑватпӑр» — Атте кунӗ ячӗпе ӑсталӑх класӗ
«Атте валли парне: юратса тӑватпӑр» — Атте кунӗ ячӗпе ӑсталӑх класӗ
«Атте валли парне: юратса тӑватпӑр» — Атте кунӗ ячӗпе ӑсталӑх класӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас