

Иртнӗ шӑматкун Чишмара «Атайсал — Тӑван çӗршыв вӑйӗ» форум пулнă. Мероприятие район администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артур Галеев ертсе пыракан делегаци те хутшӑннӑ.
Форум ӗҫне тӗрлӗ енпе тунӑ. Тӗлпулӑва хутшӑнакансем Пушкӑртстан пуласлӑхне сӳтсе явнă: ҫамрӑксене воспитани парасси, аслӑ ӑрушӑн тӑрӑшасси, культурӑна аталантарасси, ялсене тирпей-илем кӗртесси, малалла кал-кал утмалли никӗс тӑвасси. Чи кирли — туса хатӗрленӗ мӗнпур шухӑш конкретлӑ проектсен никӗсне выртмалла.
Форумра тата наградӑсем панă. Сӑмахран, «Атайсал» проекта хутшӑннӑшӑн диплом тата 200 пин тенке Ситекпуç ялӗ тивӗҫнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.