Çутă çул
+25 °С
Ясно

Путин Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивальне хутшӑнакансене саламланӑ

#владимирпутин

Путин Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивальне хутшӑнакансене саламланӑПутин Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивальне хутшӑнакансене саламланӑ
Путин Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивальне хутшӑнакансене саламланӑ


#владимирпутин
Ҫемье Раҫҫейри кашни гражданиншӑн шанчӑклӑ тӗрев тата пурнӑҫри тӗп хаклӑх шутланать. Кун пирки утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин «Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештерсе» Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивальне хутшӑнакансене саламланӑ чухне пӗлтернĕ.
«Пиртен кашниншӗн ҫемье — шанчӑклӑ тӗрев тата пулӑшу, пурнӑҫри тӗп хаклӑх. Шӑпах атте килӗнче, ҫемье ушкӑнӗнче нумай чухне ҫын сӑн-сӑпачӗ, тавракурӑмӗ йӗркеленет. Культура йӑли-йӗрки тата ҫывӑх ҫынсемшӗн тӑрӑшни, Тӑван çӗршыва юратни, унӑн кун-ҫулне хутшӑннине туйни пек ҫирӗп кӑмӑл-сипет ориентирӗсем хывӑнаҫҫӗ», - палӑртнă Раҫҫей лидерӗ ҫырура.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ мӑшӑрсене мӑшӑрланнӑ ятпа саламланӑ, фестивале Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ ытти тематика мероприятийӗсенчен уйӑрнӑ. Путин тӗп хулари ҫак пулӑм ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи юратакансене пӗрлештернине палӑртнӑ. Ҫамрӑк мӑшӑрсене телей, ӗмӗтсене пурнӑҫлассине, ырлӑха сунса президент уяв ҫутӑ самантсемпе асра юласса, туслӑхпа юрату атмосферинче иртессе шаннине пӗлтернӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА /Виталий Аньков.
https://iz.ru/2129100/2026-07-08/putin-pozdravil-uchastnikov-vserossiiskogo-svadebnogo-festivalia-v-natcionalnom-tcentre-rossiia

 

 

 

Путин Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивальне хутшӑнакансене саламланӑ
Путин Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивальне хутшӑнакансене саламланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас