

Чӗлхе вӑл ахаль сӑмахсем кӑна мар, вӑл пирӗн халӑхӑн историйӗ, йӑли-йӗрки, чӗри. Тӑван чӗлхе урлӑ, эпир тӑван культурӑна юратнине пӗлтеретпӗр, хамӑра хаклине упратпӑр.
Сентябрӗн 8-мӗшӗнче Раҫҫейре пӗрремӗш хут патшалӑхӑн пӗлтерӗшлӗ уявне — РФ Президенчӗн В.В. Путинӑн 2025 ҫулхи ноябрӗн 4-мӗшӗнчи 798-мĕш Указӗпе палӑртнӑ Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗсен чӗлхисене сыхласа хӑварас тата пулӑшас тӗллевпе «Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗсен чӗлхисене упраса хӑварас тата пулӑшас тӗллевпе», ҫавӑн пекех ҫӗршыв халӑхӗсен культура еткерлӗхне аталантарас, чӗлхе нумай енлӗхӗ ҫинчен пӗлӗве сарас тата нацисен хушшинчи пӗрлӗхпе килӗшӗве ҫирӗплетес тӗллевпе паллӑ тӑваҫҫӗ.
Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкӗпе Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунӗ шайӗнче Кистенлĕри Культура çуртĕнче «Тӑван чӗлхе ҫӗршывне çул çӳрев» сехет иртнӗ.
Хутшӑнакансене ҫак куна ахальтен суйламанни ҫинчен каласа панă — ӑна Раҫҫейри халӑхсен туслӑхӗн тата культура нумай енлӗхӗн символӗ пулса тӑнӑ чаплӑ поэт Расул Гамзатов ҫуралнӑ куна халалланӑ. Мероприятинче Раҫҫей халӑхӗсем, пирӗн ҫӗршывӑн культурӑпа чӗлхе пуянлӑхӗ нумаййи ҫинчен калаҫнă, «Хӑваласа ҫит те кала», «Ыйтусемпе хуравсем тӑван чĕлхепе» вӑйӑсене хавхаланса хутшӑннă.
#ГодЕдинстваНародовРоссии
#ДеньЯзыковНародовРФ
#РЦНТРБ #УфаМКРБ
#ДеньязыковнародовРБ
#Кистенли_Богдановский_СДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.