

Пишпÿлекри "Умка" ача садĕнче Наци тумӗн кунӗ иртнӗ. Воспитательсем ачасене наци костюмӗ тумтир кӑна мар, халӑх пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ чӑн-чӑн кӗнеке пулни ҫинчен тӗлӗнмелле истори каласа панă.
Пӗчӗкскерсем тӗрлӗ халӑх костюмӗсем мӗнпе уйрӑлса тӑни, мӗнле тӗрӗсемпе тӗссем оберегсем шутланни тата вӗсене мӗнле уявсене халалласа тӑхӑнни ҫинчен питӗ кӑсӑкланса итленĕ. Педагогсемпе пӗрле вӗсем халӑх культурин страницисем тӑрӑх илӗртӳллӗ ҫулҫӳреве тухнӑ, ҫутӑ ӳкерчӗксене пӑхса тухса вӑйӑсем вылянӑ.
Чи асра юлакан самант вара чӑн-чӑн халӑх тумӗсене тӑхӑнса пӑхма май пулни. Ҫамрӑк модниксемпе модницӑсем пӗр-пӗрне сарафансем, камзолсем, пуҫ хатӗрӗсем хаваспах кӑтартнӑ.
Ҫак кун ачасене савӑнӑҫ, ҫӗнӗ пӗлӳ парнеленӗ, пирӗн ҫӗршывӑн пуян культура еткерлӗхне сӗртӗнме пулӑшнă. Пӗчӗкренех эпир ачасене халӑхсен туслӑхне хаклама, хамӑр Тӑван çӗршыва юратма вӗрентетпӗр.
#учусьвнациональномкостюме #милликейемдәуҡыйбыҙ
#МиллиКейемКөнө2026
#ДеньНациональногоКостюма2026
Сăнÿкерчекĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/public217412282