Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
23 Сентябрӗн 2021, 11:36

Пушкăртстанра çамрăксен ултă наука лабораторийĕ уçăлать

Радий Хабиров Раҫҫей Наукăпа вĕрентÿ министерствин наукӑпа вӗренӳ центрӗсен базинче ҫамрӑксен лабораторийӗсене тума конкурс результачӗсем паян паллӑ пулнине пӗлтернӗ.

Пушкăртстанра çамрăксен ултă наука лабораторийĕ уçăлать
Пушкăртстанра çамрăксен ултă наука лабораторийĕ уçăлать

Радий Хабиров Раҫҫей Наукăпа вĕрентÿ министерствин наукӑпа вӗренӳ центрӗсен базинче ҫамрӑксен лабораторийӗсене тума конкурс результачӗсем паян паллӑ пулнине пӗлтернӗ. Ҫамрӑксен лабораторийӗсене тума федераци бюджетӗнчен кашни лабораторие 15 млн тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Проекта 3 ҫуллӑха палӑртнӑ. Пушкӑртстанри наукӑна аталантарма кӑна 270 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

 

"Пирӗн республика чи лайӑххисен шутне кӗчӗ те эпир Еврази НОЦ наукӑпа вӗренӳ организацийӗсен базинче 6 лаборатори туса хурӑпӑр. Конкурсӑн пысӑк условийӗ — ҫамрӑк аспирантсемпе студентсем проектне хутшӑнни. Сӑмах май, лабораторин чи аслӑ ертӳҫи — пурӗ 38 ҫулта", — тесе ҫырнӑ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ соцсетьсенче.

 

Икшер лаборатори БашГУ тата УГАТУ базинче уҫӑлаҫҫӗ.

Металсен сверхпластика институтӗнче "Физикӑпа углеродлӑ материалсен механикӗсем" лаборатори уçма палӑртнӑ.

РАН УфИЦ электрохими энергетики валли ҫӗнӗ материалсен лабораторийӗ туса хурӗҫ.

 

"Пӗтӗмӗшле вӑйпа эпир федераци укҫи-тенкине 2 миллиард тенкӗ явӑҫтартӑмӑр. Пирӗн республикӑри наукӑна ҫакӑн пек укçа-тенкĕ кĕни нихҫан та пулман. Пире пурне те саламлатӑп! Малалла каятпӑр", — резюмларӗ республика Пуҫлӑхӗ.

 

 «Башинформ» информацийĕпе.

Пушкăртстанра çамрăксен ултă наука лабораторийĕ уçăлать
Пушкăртстанра çамрăксен ултă наука лабораторийĕ уçăлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: