Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
1 Нарӑсӑн 2022, 09:14

Уфа—Приютово маршрутпа Пушкӑрт "Хӗвеланӑҫ экспресӗ" пассажирсем валли уҫнӑ

"Хӗвеланӑҫ экспресӗ" республикӑн тӗп хулине Пелепей районӗнчи Приютово поселокпа пӗрлештерӗ, вара юлашки чарӑнӑва 2 сехет те 58 минутра ҫитме пулать.  

Уфа—Приютово маршрутпа Пушкӑрт "Хӗвеланӑҫ экспресӗ" пассажирсем валли уҫнӑ
Уфа—Приютово маршрутпа Пушкӑрт "Хӗвеланӑҫ экспресӗ" пассажирсем валли уҫнӑ

"Хӗвеланӑҫ экспресӗ" республикӑн тӗп хулине Пелепей районӗнчи Приютово поселокпа пӗрлештерӗ, вара юлашки чарӑнӑва 2 сехет те 58 минутра ҫитме пулать. Республикӑра кирлӗ маршрута уҫнӑ церемоние Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тата «РЖД» ОАО филиалĕн Куйбышев чугун ҫул-йӗрӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Дмитриев хутшӑннă.

Ку чухнехилле электропоезд 361 выранлă тăватă вагонран тӑрать. "Хӗвеланӑҫ экспресӗ" Уфаран 18:58 сехетре хускалса кайӗ. Экспресс Дема, Чишма, Давлеканово, Раевка, Шафраново, Аксаково станцисенче чарӑнса тӑрать. "Хӗвеланӑҫ экспресӗ" Приютовӑран каялла 5:54 сехетре тухать те Уфана 8:52 сехете ҫитет. Приютовăран билет 466 тенкӗ тӑрать, федераци тата регион ҫӑмӑллӑхӗсем те, ҫавӑн пекех шкул ачисемпе студентсем валли те, вăйра тăраҫҫӗ.

Хӑвӑрт поезд хальхи информаци таблопа, микроклимат тытӑмӗпе сывлӑша сиенсӗрлетмелли системăпа, видео сӑнав камерисемпе, "Wi-Fi борт ҫинче" пулӑшу ӗҫӗсемпе оборудованиленĕ. Поезда Алена Миронова — хула ҫумӗнчи "РЖД" ОАО юхӑмӗн пӗрремӗш хĕрарăм-машинисчӗ тытса пынӑ.

Пӗр ҫул каялла Алена машинист пулӑшуҫи пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Радий Хабиров хӗре кирлӗ маршрута тухас умĕн ӑшӑ сӑмахсемпе ырă çул суннă.

ПР Пуҫлӑхӗн сайтӗнчи информацийĕпе.  

Уфа—Приютово маршрутпа Пушкӑрт "Хӗвеланӑҫ экспресӗ" пассажирсем валли уҫнӑ
Уфа—Приютово маршрутпа Пушкӑрт "Хӗвеланӑҫ экспресӗ" пассажирсем валли уҫнӑ
Уфа—Приютово маршрутпа Пушкӑрт "Хӗвеланӑҫ экспресӗ" пассажирсем валли уҫнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: