Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
10 Нарӑсӑн 2022, 09:18

Уфари Семен Елистратов шорт-трекра Олимпиадӑн бронза медальне ҫӗнсе илнӗ

Спортсмена Радий Хабиров çийĕнчех саламланă.

Уфари Семен Елистратов шорт-трекра Олимпиадӑн бронза медальне ҫӗнсе илнӗ
Уфари Семен Елистратов шорт-трекра Олимпиадӑн бронза медальне ҫӗнсе илнӗ

Пекинта Хӗллехи Олимп вӑййисенче арҫынсен 1500 метрлӑ дистанцире шорт-трекра ӑмӑрту иртнӗ. Ҫак дисциплинӑра бронза медале Уфа спортсменĕ Семен Елистратов ҫӗнсе илчӗ.

Стартсем виҫӗ тапхӑрпа иртнӗ: чӗрӗк финал, ҫурма финал тата финал. Семен Елистратов малтанхи икӗ чупура иккӗмӗш вырӑн йышӑннă та татӑклӑ тапхӑра ҫирӗппӗн кĕнӗ. Стартсене хутшăнма кунта тӳрех 10 спортсмена ирӗк панӑ — Олимп шорт-трек историйӗнче пуҫласа пӑр çинче кӗрешме çакăн чухлĕ нумай спортсмен хутшӑннӑ.

Юлашкинчен пӗрремӗш вырӑна Кӑнтӑр Корейӑри Тэ Хон Хван, иккӗмӗшне Дюбуа, Семен Елистратов — виҫҫӗмӗшне йышӑннă. Финиш хыҫҫӑн Семен туйӑмӗсене чарса тӑрайман, тренер ытамӗнче макӑрса янă. Ҫак медаль спортсменăн Олимп карьеринче виççĕмĕш пулнă, кунччен маларах вăл Сочинче"ылтӑн" тата Кӑнтӑр Корейӑри Олимпиадăра 1500 метрлӑ ҫак дистанцире «бронза» пулнӑ.

"Пирӗн Семён Елистратов шорт-трекра 1500 метрлӑ дистанцире Пекинра бронза илнӗ! Семёна саламлатӑп, пурне те саламлатӑп!"— тӳрех пĕлтернĕ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.

Сӑмах май, Раҫҫей правительстви Раҫҫей Олимп пӗрлешӗвӗн спортсменӗсем валли пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантару виҫи ҫинчен пӗлтернӗ. РФ правительствин премьер-министрӗ Михаил Мишустин каланӑ тӑрӑх, Олимпиадӑпа Паралимпиадӑра пӗрремӗш вырӑншӑн Раҫҫей спортсменӗсем 4 млн тенкӗ, иккӗмӗшӗшӗн — 2,5 млн тенкӗ, виҫҫӗмӗшӗшӗн — 1,7 млн тенкӗ илме пултараҫҫӗ.

Пушкӑртстанран Олимп тата Паралимп вӑййисен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене республика правительстви çав шайлашупа, 2 млн, 1,5 млн тата 1 млн тенкӗ укҫа-тенкӗ уйӑрать.

https://resbash.ru/news/sport/2022-02-09 информацийĕпе.

Уфари Семен Елистратов шорт-трекра Олимпиадӑн бронза медальне ҫӗнсе илнӗ
Уфари Семен Елистратов шорт-трекра Олимпиадӑн бронза медальне ҫӗнсе илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: