Нумай пулмасть Мускав Правительствипе КАМАЗ «Москвич» завода çӗклесси пирки килӗшӳ тунă. Кашни ен укçан 50% уйăрмалла, тесе çырнă шӗкӗр хула Правительствин сайтӗнче.
Килӗшӗве алă пусса çирӗплетнӗ хыççăн 60 кун иртиччен енсем завода пӗрремӗш пилӗк миллиард тенкине куçармалла. КАМАЗРА пӗлтӗр ОКА никӗсӗнче тунă электромобиле презентациленӗччӗ. Мускаври завод электротранспорт кăларма хатӗрленнине шута илсе унăн пулас машинисен линейкинче Китай конструкциленӗ çăмăл машинăсемсӗр пуçне Кама çини автозаводăн проекчӗ те пулма пултарать.
2022 çулхи октябрӗн 1-мӗшӗччен КАМАЗ е унăн ятӗнчен ӗçлекен компани «Москвич» акцийӗсене туянмалла. Ун хыççăн Мускав Правительствипе Тутарстанри автоконцернăн пайӗсем çӗршывра çӗнӗ автотранспорт туса кăларас проектра çурмалла пулаççӗ.
http://suvargazeta.ru/news/