Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
19 Августӑн 2022, 18:38

Тăватă пушкӑрт хули пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ

Агидель, Ишимбай, Янаул тата Дюртюли хулисем пӗтӗм Раҫҫейри пӗчӗк хуласемпе истори поселенийӗсенче хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.

Тăватă пушкӑрт хули пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ
Тăватă пушкӑрт хули пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ

Агидель, Ишимбай, Янаул тата Дюртюли хулисем пӗтӗм Раҫҫейри пӗчӗк хуласемпе истори поселенийӗсенче хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ, пӗлтернӗ соцсетьре ПР Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.
Радий Хабиров проектсене конкурса хатĕрлекенсене - муниципалитетсен командисене, Пушкӑртстанри Хуласемпе ялсене аталантармалли института, общественниксемпе халӑха - ӑшшӑн тав тунă. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ пирӗн хуласемпе ялсем хастар улшӑнса пынине уйрӑммӑнах палӑртнă. Вӑл 2019 ҫултанпа федераци конкурсӗнче 17 пушкӑрт хулипе историллӗ виçĕ поселени ҫӗнтернине ӑнлантарнӑ. Ҫакӑ республикӑна федерацин 1,8 миллиард ытла тенкӗ, вӗсенчен 335 млн тенкӗ – кӑҫал явӑҫтарма май панӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Тăватă пушкӑрт хули пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ
Тăватă пушкӑрт хули пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: