Январӗн 4-мӗшӗнче ППМИ тата "2023 çулхи акцисем" шайӗнче Алексеевка ҫыннисем "Сывлӑх сукмакӗ" уяв ирттернӗ. Унта Пишпÿлек тăрăхĕн пуҫлӑхӗ А.А. Семенов мӑшӑрӗпе пӗрле хутшăннă. Мероприятишӗн яваплӑ Елена Алексеевӑпа Римма Михайлова ял ҫыннисем пулӑшнипе мӗн кирлине пурне те йӗркеленӗ. Пухӑннисем пурте 2023 метр скандинавла уттипе ял тӑрӑх утса çÿренĕ, хӑшпӗрисем каплах утнă, ялта çавăн чухлĕ ҫула сапса тирпейлемелле.
Унтан сăмавартан тутлӑ апат-ҫимӗҫпе чей ӗҫнĕ. Ачасем валли конкурссем, тюбингсемпе ярӑнасси, юр кумкисем ывӑтасси ирттернӗ. Пысӑках мар флешмоб ирттернĕ, музыкӑна Елена Алексеева хатӗрленӗ, вӑййисене Галина Кудряшова ирттернӗ. Пурне те ҫав тери килӗшнӗ, мероприяти пынă икӗ сехет тăршшĕпе никамăн та килӗсене каяс килмен. Ҫитменнине тата ҫанталӑк калама ҫук илемлӗ те тӗлӗнмелле.
Алексеевкӑра ял клубĕ ҫук, ҫавӑнпа мероприятисем урамра иртеҫҫӗ. Анчах Алексеевка çыннисем питӗ активлӑ, обществӑллӑ, тӗллевлӗ, вӗсен пурин те пӗр тӗллев. Ку яла аталантарасси. Вӗсем ҫакна тума мӗн кирлине пурне те тӑваҫҫӗ, ку тӗлӗшпе вӗсене ял совет администрацийӗпе район администрацийӗ пулӑшать. Ҫакӑншӑн вӗсене пысăк тав. Кашни ҫӗршывӑн аслӑлӑхӗ пĕчĕк тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗнчен, пӗчӗккинчен пуҫланать. Эпир пӗчӗккине хаклама пӗлетпӗр пулсан, пысӑккине те хаклама пултаратпӑр.
Владислав Петров,
Алексеевка ял старости .
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял совет администрацин социаллă сетьри страницинчен.