Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Чыслăх кунĕ, Пурнăç кунĕ...

Йăлпăлакра Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтернĕренпе 77 çул çитнине чысласа уявла митинг иртрĕ.  

Чыслăх кунĕ, Пурнăç кунĕ...
Чыслăх кунĕ, Пурнăç кунĕ...

Йăлпăлакра Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтернĕренпе 77 çул çитнине чысласа уявла митинг иртрĕ.

Юр пек шурă çÿçлĕ,
Тар шăршиллĕ кун.
Эс çитсессĕн, çĕнĕрен кĕрет-çке юн,
Эс çитсессĕн тепĕр хут кÿтет-çке чун.
Вăрçă кунĕ, Чыслăх кунĕ, Пурнăç кунĕ...
Çак кун пуриншĕн те çывăх та чуна хумхантаркан кун шутланать. Йăлпăлакри митингра Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕн ЖКХпа строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ Алексей Никитин, Пишпÿлек ял совечĕн пуçлăхĕ Александр Семенов, ял совет депутачĕ Евгений Назаров сăмах каларĕç.
Ял-йыш ятĕнчен Ирина Константинова сăмах каларĕ, вăл Хуртвăрманай, Лаççырма, Йăлпăлак, Капанту, Пĕчĕк çăл ялĕсенчен фронта 300 ытла çын тухса кайни, вĕсенчен çурри те каялла таврăнманни пирки каларĕ. Кăçал йăлпăлаксем ППМИ хутшăнса парка çĕнетме ĕмĕтленеççĕ. Вăрçăра пулнисен списокĕ хатĕр, ăна çар комиссариачĕн даннăйĕсемпе тĕрĕслемелле пулать. Ирина Авельевна Хусанкайăн "Таня" поэма сыпăкне чуна пырса тивмелле вуласа пачĕ.
Марина ИВАНОВА.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Марина ИВАНОВА.

Чыслăх кунĕ, Пурнăç кунĕ...
Чыслăх кунĕ, Пурнăç кунĕ...
Чыслăх кунĕ, Пурнăç кунĕ...
Чыслăх кунĕ, Пурнăç кунĕ...
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: