Хайбулла район пуҫлӑхӗ Рустам Шарипов каланӑ тӑрӑх, муниципалитет территорийӗнче тăватă вырăнта вут-çулăм алхасать.
Пушар сӳнтерме Хайбулла районĕ нимӗнле укҫа та пуҫтармасть. Темĕнле мошенниксем вара укçа-пуçтарни пирки фейк сараççĕ.
— Халӗ эпӗ хамах ӑнланса илтӗм, Гумеров Фарит каланӑ пек, пушара сÿнтерме вӑй та, укҫа та ҫителӗклӗ. Волонтерсем темиҫе районтан килнӗ. Техникӑна та хӑваласа килнӗ.
Хулпуҫҫиллӗ ранецсем ҫитмен — тепӗр парти илсе килнӗ , паян — иккӗмӗшне. Малашне ҫак ыйтӑва централизациленӗ майпа татса памалла.
Ҫак икӗ кун хушшинче тата эпĕ çулăма локализацилесси мӗн иккенне ӑнланса илтĕм. Çулăм йӗри-тавра, халӑх пурӑнакан вырӑнсем еннелле кайма парас мар тесе, алса хумалла.
Вӑрман хӑрушӑ ҫунать. Йывӑҫсене, чӗрчунсене шел. Хӑвӑрт ҫунать, эпӗ пӗр самантрах тенĕ пулӑттӑм. Ҫиллӗ ҫанталӑкра вӑрмансем питӗ хӑвӑрт ҫунаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, вӑрман йĕри-тавра пушар вӑхӑтӗнче мар, вал тухиччен сухаламалла.
Пӗтӗмӗшле илсен — паника ҫук. Хайбулла районӗнчи штабра уҫӑмлӑн та ӑнланмалла ĕçлеççĕ.
Тата — Хайбулла районӗ питӗ илемлĕ. Кунта хӑйӑр тата ҫил кăна мар, хашĕ-пĕри шухăшланă пек. Вăрмансем, тусем тата ырă кăмăллă çынсем.
МИХ информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Елена Прочаковская.