Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин августӑн 10-мӗшӗнче МЧС пуҫлӑхне Евгений Зиничева Якути ҫӗрӗнчи пушара сӳнтермелли ушкӑнсене пысӑклатма хушрӗ. Кун пирки Кремль пресс-служби пӗлтерет.
Ҫав вӑхӑтрах Раҫҫей лидерӗ Якути ертӳлӗхне хушу пачӗ — ЧС пула шар курнă çынсене паракан пулӑшу мерисене ӳстересси ҫинчен сӗнӳсем хатӗрлеме хушнă.
МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, Якути территорийӗнче 178 ҫутҫанталӑк ҫӗнӗ пушаре, талӑк хушшинче вӗсенчен ҫиччӗшне пӗтӗмӗшле площадьре 253 пин гектар ытла пӗтернӗ. Пушара сÿнтернĕ çĕрте 4,2 пин ытла ҫын тата техника 655 единици ӗҫлет.
Якутине Архангельск тата Мурманск облаҫӗсенчен, Коми Республикисенчен тата Карелирен пушарнăйсем пушар сӳнтерме пулӑшаççĕ тесе пӗлтернӗччӗ унччен.
«Известия» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Иван Никифоров.