Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
11 Августӑн 2021, 15:53

Зианчура районне вăрман пушарне сÿнтерме йывăр техника килсе çитнĕ

Ҫитес кунсенче Зианчура тата Хайбулла районĕсенчи вӑрман пушарӗсене пӗтӗмӗшле локализацилеме палӑртнӑ.  

Зианчура районне вăрман пушарне сÿнтерме йывăр техника килсе çитнĕ
Зианчура районне вăрман пушарне сÿнтерме йывăр техника килсе çитнĕ

Паян ирхине «Пушкӑрт сода компанийĕн» виçĕ бульдозерĕ Зианчура районĕнчи Биштиряк ялӗн таврашĕнчи пушара сӳнтерес тӗллевпе пырса кӗнӗ, шӑпах ҫакӑнта тӗп ӗҫсем пыраҫҫӗ. Кун ҫинчен республикӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче пушарсемпе кӗрешекен Общество штабӗн ертӳҫи Зариф Байгускаров пӗлтернӗ. Ҫак халӑх пурӑнакан вырӑн патӗнче ҫунакан лаптӑк — 400 гектар ытла, вӗсенчен 302 гектар ҫинче вут-ҫулӑм çулне чавса чарнă.

Вут ан сарӑлтӑр тесе, бульдозерсене вӑрман хĕррине алма тата пушара хирӗҫле йăрăмсем тума явӑҫтарнӑ. Техникăна çунтармалли-сӗрмелли материалсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Зариф Байгускаров каланӑ тӑрӑх, паян-ыран Хайбулла тата Зианчура районӗсене резерв валли пилĕк тонна çункăç республика бюджечĕн укҫа-тенкине ярса параҫҫӗ.

Аса илтеретпӗр, республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Зауральери пушарсене пӗтерме хушма укҫа-тенкӗ тата вӑй-хал ярса пама шантарчӗ. Инкек курнӑ районсен администрацийӗсене республика правительствине стихийӑпа кӗрешес енӗпе тӑкаксем ҫинчен информацие тӑратмалла, каярахпа вӗсене компенсацилеççӗ.

Ҫитес кунсенче Зианчура тата Хайбулла районĕсенчи вӑрман пушарӗсене пӗтӗмӗшле локализацилеме палӑртнӑ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Зианчура районне вăрман пушарне сÿнтерме йывăр техника килсе çитнĕ
Зианчура районне вăрман пушарне сÿнтерме йывăр техника килсе çитнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: