-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ҫакӑн пек тӗрӗслев Раҫҫейӗн мӗнпур субъекчӗсенче иртӗ.
Ыран, октябрӗн 6-мӗшӗнче, пӗтӗм ҫӗршывӗпе "ПУРТЕ ТИМЛӖР!" сигнал пама палӑртнӑ. Электросиренӑсемпе громкоговорительсене хута яраççĕ. Çавӑн пекех пӗтӗм Раҫҫейри пӗтӗмӗшле обязательнӑй теле – тата радиоканалсен эфирне йышӑнаççĕ.
Сигнал парасси 1 минутран ытла пулмӗ.
Раҫҫей МЧСĕ граждансене канӑҫлӑха упраса хӑварма ыйтать. Кӑҫал çакнашкал тӗрӗслев мартӑн 3-мӗшӗнче иртнӗ ӗнтӗ.
«МГ» информацийĕпе.